Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Мартӑн 2020, 20:44

Румыние «Martisorul» фольклор ансамблĕ тăратать

Фольклориадăччен 126 кун юлать.

Пирĕн район кăнтăр-хĕвеланăç зонăна кĕрет, унта 7 çĕршыв коллективĕ килмелле: Босния и Герцеговина, Великобритани, Израиль, Непал, Сент-Винсент и Гренадина, Туркменистан, Шри-Ланка.
VI Пĕтĕм тĕнче фольклориадинче Румынин культурипе тата йăли-йĕркипе «Martisorul» фольклор ансамблĕ паллаштарать. 60 ытла çуллă историнче коллектив чаплă та асра юлмалла концерчĕсемпе чикĕ леш енче те хисепе çĕнсе илнĕ. Унăн репертуарĕнче — авалхи юрăсемпе ташăсем.
Румыни — Европăри илемлĕ çĕршывсенчен пĕри. Легендăсемпе юмахсем, çÿллĕ тусемпе тарăн кулĕсем, вĕçĕ-хĕррисĕр вăрмансем, лапкă тинĕс — çакă пурте Румыни.
Патшалăхăн тĕп хули — Бухарест — культура пуянлăхĕпе палăрса тăрать.
Читайте нас: