Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
11 Мартӑн 2020, 15:42

«Эсир пулсан, эпир те пур!»

Юрăç карьери пуян географиллӗ, нумай çӗрте пулнă вĕсем.

Чăваш халăх артисткине Людмила Семеновăна Самар облаçӗнче те, Пушкăртстанра та кӗтеççӗ. Ĕнер вăл Сергей Петровпа тата Алина Михайловăпа пӗрле вăл Пишпÿлекри Культура керменĕнче концерта хутшăнчӗ.
Юрăç карьери пуян географиллӗ, нумай çӗрте пулнă вăл. «Тӗлӗнмелле, анчах та чăвашсем пур çӗрте те пур. Пырса калаçаççӗ, чăваш чӗлхишӗн тунсăхланине пӗлтереççӗ. Чăваш Республикин тулашӗнче пурăнакансен чӗринче чăвашлăх ытларах çунни курăнать. Пирӗн пултарулăха хисеплесе йышăнаççӗ, кăмăллаççӗ. Çавăнпах пирӗн йăхташсене пур çӗре те çитсе савăнтарас килет. Концертсем кашни кун тенӗ пекех», — тет Людмила.
— Эсир пулсан, эпир те пур! — темиçе хутчен те каларĕç юрăçсем концерта килнисене тав туса.
Каçхи тĕлпулу ăшă та кăмăллă пулчĕ. Чăваш юрăçисен çитес концерчĕ апрельте пулать. Вĕсене черетлĕ хут «Фаворит» АНО ирттерет (ертÿçи Алексей Васильев).
Галина ВАРИКОВА.
Читайте нас: