Фольклориадăра ĕçлес текенсен ятарлă верену иртмелле, вăл 2020 çулхи майра иртĕ. Апрелĕн 10-мĕшĕнче иртекен «Фольклориадăччен 100 кун» мероприяти — волонтерсене явăçтарнипе иртекен пĕрремĕш пысăк мероприяти пулса тăрĕ.
VI Пĕтĕм тĕнчери Фольклориада Пушкăртстанра июлĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа августăн 1-мĕшĕччен иртет.
Республикăна 79 çĕршывăн представителĕсем килеççĕ — 2500 яхăн участник. 14 кун тăршшĕ фольклор коллективĕсем, ташлакансемпе юрлакансем, наци делегачĕсем, çамрăксен движенийĕсен представителĕсем, алĕç ăстисем концертсене, форумсене, парадсене хутшăнĕç.
ПР Культура министерствин материалĕсем тăрăх.