Лия Кириллова библиотекарь Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕнче ĕçлекенсем хатĕрленĕ обществăлла деятель, журналист Антонина Нухрат пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă презентаципе паллаштарнă. Нумай çул Михайловка ял тăрăхĕн ял совечĕн председателĕ пулса ĕçленĕ В. П. Павлова журналистăн çăмăл мар пурнăç çулĕ çинчен каласа панă.
Тĕлпулава килнисем драматург, поэт, юрăç Ираида Петрова (Нарс) пурнăç çулне аса илнĕ. Ялти библиотекăсенче 1969 çултанпа упранакан «Тятюк» повеçĕпе паллашнă, ентешĕн ытти кĕнекисене аса илнĕ. Г.В. Ермолаева тата Л.А. Кириллова Ираида Петрован сăввисене вырăсла тата чăвашла вуласа панă.
Тĕлпулу ялти библиотекăн хастарне Надежда Петровна Петрована çуралнă кун ячĕпе саламланипе вĕçленнĕ.
Марина ИВАНОВА хатĕрленĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Лия КИРИЛЛОВА.