Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
19 Мартӑн 2020, 19:48

«Çĕнтерÿ çырăвĕсем»

Ĕнер Ситекпуçĕнчи культура çуртĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерни 75 çул çитнине халалланă «Çĕнтерÿ çырăвĕсем» халăх хайпултарулăх марафон-фестивалĕ иртнĕ. Пишпÿлек ял тăрăхĕ ял совечĕн пуçлăхе Ильдар Ситдиков меропрятие уçнă, вăрçа хутшăннисене, тылра вăй хунисене — çĕнтерĕве туптăнисене пурне те тав сăмахĕ каланă.

Ситекпуçĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕсем Алевтина Семеновна Михайлова тата Агафья Федоровна Яковлева «Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.
Ситекпуçĕнчи тата Йăлпăлакри хăйпултарулăх коллективĕсем концерт лартнă.
Пишпÿлек ял тăрăхĕ ял совечĕн ВК страницинчен.
Читайте нас: