Çутă çул
-6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
24 Мартӑн 2020, 10:53

Путин çамрăк культура деятелĕсене президент премийĕ парасси çинчен Указа алă пуснă

#владимирпутинПрезидентăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков каланă тăрăх, мĕнпур премисене çăк эрнере параççĕ.

Литературăпа искусство сферинчи лауреатсем тата ачасемпе çамрăксем валли произведенисемшĕн панисем хушшинче — «Российская государственная детская библиотека» директорĕ Мария Веденяпина тата Камиль Зиганшин писатель.
Хамăр çĕршыври тата тенчери анимации искусствине ĕлĕш хывнăшăн премие Леонид Носырев режиссер тата сценарист илет. Хамăр çĕршыври музыкăна аталантарнăшăн Олег Аккуратов пианист, Раççей хореографине аталантарнă çĕре пысăк ĕлĕш хывнăшăн Пысăк Театрăн балет артистки Ольга Смирнова премие тивĕçнĕ.
«Всероссийская школа клубной инноватики» культурăпа инноваци проектне пурнăçа кĕртнĕшĕн «Белгородри патшалăх халăх творчествин центрĕн» директорне Максим Шапошникова параççĕ.
РИА Новости.
Читайте нас: