Çутă çул
+22 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
16 Апрелӗн 2020, 12:44

Гузель Яхина: чылайăшĕ «Зулейха открывает глаза» сериала хирĕç

Писатель ячĕпе романа тата сериала пула нумай критиклесе çыраççĕ, фильма эфиртан кăларма ыйтаççĕ.

Писателĕн соцсетьсенчи адресне романра историе тÿнтерле кăтартни тата тĕрĕслĕх пулманни пирки час-часах çыраççĕ.
«Эпĕ «Россия» канала Тутарстанра романа тĕрлĕрен йышăнни, чылайăшне сÿрĕк кăмăллă хăварманни пирки асăрхаттартăм. Фильма ÿкернисем хăйсем те халĕ çакна курса ĕненчĕç. Раскулачит туни çинчен фильма юратса кăмăлтан пăхнă пулсан тĕлĕнмеллеччĕ. Мĕнех, тĕрлĕ шухăшсене итлесе лăпкă кăмăллă пулма тăрăшар», — тенĕ роман авторĕ Гузель Яхина.
«Россия» каналпа пыракан сериала чылайăшĕ курнă та пулĕ. Мĕн çинчен вăл?
1930 çулхи хĕлле. Тутар хресчен хĕрарăмĕн Зулейхан упăшкине вĕлереççĕ. Хăйне раскулачит туса Çĕпĕре каторгăна ăсатаççĕ. Ссылкăри 30 çын тайгара апатсăр, çуртсăр, ăшă тумтирсĕр юлать. Хутла пĕлмен хресченсем, Ленинград интеллигенчĕсем, уголовниксем, мăсăльмансем, христиансем, язычниксем, атеистсем, вырăссем, тутарсем, нимĕçсем, чăвашсем — пурте пĕрле тискер çутçанталăкран тата никама та шеллеме пĕлмен патшалăхран пурăнмалли ирĕке туртса илес тесе ăнтăлаççĕ, пурнăç правине хÿтĕлеççĕ. Зулейха мĕнпур тĕрĕслев урлă иртме вăй тупать. Тĕп тĕрĕслев — Юрату тата Каçару. Пурăнас тесен юратмалла, юрату туйăмĕ чи усал тăшмана пулсан та. Пурăнас тесен каçармалла. Хăвна, ыттисене, хăрушă шăпана, тискер Тăван çĕршыва…
Чулпан Хаматова артистка (тĕп рольте вылять) раскулачит туни вăл — ялхуçалăхĕн пысăк пайне вĕлерни тата патшалăхăн этемлĕх трагедийĕ тесе шутлать.
«Пирĕн сериалăн рейтингĕсем лайăх пулнине пĕлетĕп. Эпĕ çавна май нумай ÿпкелешÿ тата ылхану сăмахĕсем илтетĕп. Роман пирки эсир те çакăн урлă иртнине пĕлетĕп. Историлле тĕрĕслĕхе, тутар халăхĕн пурнăçне чыссăрлатни пирки калаççĕ тата», — тенĕ Хаматова Яхинапа калаçнă вăхăтра.
«Татар-информ» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: