Апрелĕн 23-мĕшĕнче çавнашкал пĕрремĕш автоклуб Нуриман районĕнчи культура ĕçченĕсем валли килнĕ.
Нуриман районĕнче халăх пурăнакан 51 вырăн, вĕсенчен 24-че кăна клуб ĕçлет. Район центрĕнчен чи инçетри яла çитиччен 60 км инçĕш.
Автоклуб культурăпа кану учрежденисем пулман ялсенче тулли тытăмлă концертсем кăтартма май парать.
«Культура» наци проектне ансат мар условисене пăхмасăр, пурнăçа кĕртеççех. Хăшпĕр регионсенчи ача-пăча искусство шкулĕсем çĕнĕ музыка инструменчĕсем илнĕ. Темиçе эрне каярах пĕрремĕш автоклуба Калуга облаçне илсе кайнă, паян — Пушкăртстан Республикине. Çитменнине планпа палăртнинчен тăватă уйăх маларах. Эпир поставщиксене, субъектсен пуçлăхĕсене кăткăс лару-тăрура та регионсенче культурăна малалла аталантарас тесе мĕнпур вăйне хунăшăн тав тăватпăр», — тенĕ РФ культура министрĕн çумĕ, «Культура» наци проекчĕн администраторĕ Ольга Ярилова.
Çулталăк вĕçлениччен автоклубсем республикăри Баймак, Зилаир, Караидель, Татăшлă районĕсене килмелле.