Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
30 Апрелӗн 2020, 11:19

Пĕтĕм тĕнчери онлайн-диктанта 300 пин ытла çын çырнă

Апрелĕн 25-мĕшĕнче пушкăрт чĕлхипе Пĕтĕм тĕнчери онлайн-диктант иртнĕ.

Ăна эпидимиологи лару-тăрăвне пула пуçласа онлайн форматра ирттернĕ. Диктанта 305600 çын хутшăннă.
Онлайн-диктанта Раççейри 18 регион тата 24 ют çĕршыв çынни çырнă. 39214 çын Раççей регионĕсенчи, 3395 — ют çĕршыв çыннисем. Диктанта хутшăннă чи пĕчĕк ача — 5 çулта (Баймак хули), чи аслă ÿсĕмри — 96 çулта (Ишимбай районĕ). 223000 çын хăйсен ĕçĕсене bashkdictant.ru сайтри личный кабинет урлă ярса панă.
Диктантра виçĕ шайри кăткăслăх пулнă: пушкăрт чĕлхине пуçламăш тапхăрта кăна пĕлекенсем валли уйрăм, пушкăртла лайăх калаçакан тата çыракансем валли, пушкăрт чĕлхин çурçĕр-хĕвеланăç диалекчĕпе калаçакансем валли уйрăм.
Официаллă итогсене https://bashkdictant.ru/ сайтра 30 кун тăршшĕнче вырнаçтараççĕ. Диктант-2020 хутшăннисене пурне те электрон сертификатсем ярса параççĕ.
Диктант-2020 йĕркелекенĕсем: Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ тата наука министерстви, Пушкăрт чĕлхине упрассипе тата аталантарассипе автономлă коммерцилле мар организаци, «Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕ (конгресĕ)» Пĕтĕм тĕнчери обществăлла пĕрлешÿсен пĕрлĕхĕ.
Пушкăртстан Республикин культура министерстви.
Читайте нас: