Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Культура
16 Августӑн 2021, 21:24

Çĕнĕ кĕнеке тухнă

Валентина Тарават çӗнӗ кӗнекинче ултава, икӗпитлӗхе сивлет, туслăхпа юратăва, тăнăç пурнăçа упрама вӗрентет  

Çĕнĕ кĕнеке тухнă
Çĕнĕ кĕнеке тухнă

Валентина Тарават çӗнӗ кӗнекинче ултава, икӗпитлӗхе сивлет, туслăхпа юратăва, тăнăç пурнăçа упрама вӗрентет

Автор çинчен:

Валентина Тарават (Валентина Николаевна Игнатьева) – сăвăç, прозаик, композитор, куçаруçă. Вăл 1946 çулхи çурла уйăхӗн 19-мӗшӗнче Тутар АССРӗнчи Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Упи ялӗнче çуралнă. Пăвари медицина училищинчен, Чӗмпӗрти И.Н.Ульянов ячӗллӗ педагогика институтӗнчен (халӗ – университет) вӗренсе тухнă. В.Тарават – вăтăр кӗнеке авторӗ: «Кил ăшши», «Кӗтмен венчет», «Чарусăр чӗре», «Распахнутое сердце», «Аякри сасă» тата ыттисем те.
Вăл Раççей Федерацийӗн Çыравçăсен союзӗн пайташӗ (1995), Раççей Федерацийӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ (1996), Чăваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ, Чӗмпӗр облаçӗнчи Чăнлă районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2004), Чӗмпӗр облаçӗн хисеплӗ гражданинӗ (2007), тӗрлӗ премисен лауреачӗ. Унăн ятне «Лучшие люди России» энциклопедие кӗртнӗ (2007).

Чăваш литератури – анлă уй-хир. Улăх-çаран ӗлккен чечекпе пуян, илемлӗ сăмахлăх вара – писательсемпе. Вӗсенчен кашниех пултарулăх анинче çанă тавăрса ӗçлет, вулакансене çӗнӗрен те çӗнӗ хайлавсемпе савăнтарать. Çавăн пек хастар авторсенчен пӗри – Валентина Тарават çыравçă. Унăн ятне Раççейӗпех пӗлеççӗ, кӗнекисене юратса вулаççӗ, произведенийӗсене чылай вӗренӳ пособине кӗртнӗ. Паллах, ку ăнсăртран мар: Валентина Николаевна аслисем валли те, ачасем валли те шăрçалать; чăвашла та, вырăсла та ăста çырать; прозăра та, поэзире те, куçарура та ăнăçлă ӗçлет. Тăрăшулăхӗпе пултарулăхне кура хисепӗ.

Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче Валентина Тараватăн «Манăн эсӗ пур» кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Унта повесть, калавсемпе сăвăсем, куçарусем кӗнӗ. Редакторӗ – О.М.Иванова, ӳнерçи – А.И.Алексеев. Хайлав пуххи 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă. Произведенисем пурте паянхи кăткăс пурнăçпа çыхăннă. Автор яланхи пекех ултава, икӗпитлӗхе, курайманлăха сивлет, туслăхпа юратăва, çемьери тăнăç пурнăçа упрама вӗрентет.
«Манăн эсӗ пур» повесть Алена кун-çулӗпе паллаштарать. Хайлав пуçламăшӗнче вăл пӗчӗк хӗрача кăна-ха. Амăшӗсӗр тăрса юлнăскерӗн ашшӗпе тата амаçури амăшӗпе ӳсме тивет. Петӗр пиччен çӗнӗ арăмӗ – Турикасри Анюк – хăйӗн хӗрне Маруçа та, Аленăна та пӗр пекех юратать. Тутлă апат-çимӗçӗ те, кӗпи-тумтирӗ те, ăшă сăмахӗ те кашнинех тивӗçет. Анчах кӗвӗç те хура чунлă çынсем çурма тăлăх хӗрачана шелленӗ пек пулса усал сăмах сараççӗ, ачана куçранах çапла калаççӗ: «Эх, мӗскӗнӗм… ют çын куçӗнчен пăхса пурăнма юлтăн иккен. Хăй хӗрне аван пăхать теççӗ. Эсӗ ун хӗрӗ хыççăнхи çӗтӗк-çатăка тăхăнса ӳсетӗн». Чăнлăха каярах ăнланса илет Алена.
Çамрăклăх – этем пурнăçӗнчи чи савăк вăхăтсенчен пӗри. Вăй-хал тулса тăкăнас пек, умра – малашлăх, ӗмӗтсем пурнăçланасса шанни çунат хушать. Тулӗк Аленăн шăпи асамат кӗперӗ пек çичӗ тӗспе çеç йăмăхмасть. Хури-шурри те пайтах тӗл пулать. «Çухату хыççăн çухату тӳсме çырнă пулӗ мана Турри», – минтерне куççульпе йӗпетет хӗр. Çапах та пуçне усмасть, йывăрлăхсене çӗнтерсе малалла талпăнать. Повесть вӗçӗнче: «Мӗнле пулсан та – телейлӗ эпӗ. Манăн эсӗ пур», – тет вăл ывăлне. Тӗрӗслевсем витӗр тухса пиçӗхсе çитнӗ, авăнсан та хуçăлман вăйлă çын кăна çапла калама пултарать.
Калавсенче те Валентина Тарават кил-йыш, туслăхпа юрату, курайманлăхпа кӗвӗçӳ темисене хускатать. «Çухатнă сăмахри» Пăлюк Тулюка, савнă мăшăрне, тăрăшсах санаторие ăсатать, вӗр çӗнӗ япаласем туянса парать, лайăх сипленме сунать. Арçын вырăна çитсенех палламалла мар улшăнать: «Вçо, çак минутран эпӗ нимӗнле Тулюк та мар. Çак минутран эпӗ Анатолий», – тесе аллинчи туйине вăшт кăна йывăç хушшине чăмтарать. Каччă шухăшӗ кӗмен-ши ăна? Çакăн пек пӗчӗк улшăнусемех çемье арканасси патне илсе çитерессе систермест-ши автор? «Ӳкессе пӗлнӗ пулсан тӳшек сарнă пулăттăм», – теççӗ халăхра. Çемье пурнăçӗ кутăн-пуçăн çаврăнса каясса малтанах туйнă-тăк Пăлюк та упăшкине санаторие ямастчӗ пуль. Анчах инкек куçа курăнса килмест-çке…
«Ылхан» калав ăрусен çыхăнăвӗ татăлманнине курăмлăн кăтартса парать. Эпир паян мӗн калани, шухăшлани, мӗнле ӗçпе палăрни пуласлăха витӗм кӳрет. Ӗлӗкрех пурăннă тăвансен çылăхӗсем паянхи тăхăмсен пуçӗ çине йăтăнса анма пултараççӗ. Ылхан икӗ вӗçлӗ тесе ахальтен асăрхаттарман ваттисем. Çапла майпа çамрăк та илемлӗ Лидине, нимпе те айăпа кӗменскерне, çӗршер çул витӗр Петӗр улпутăн ылханӗ «шыраса тупать». Мӗншӗнне йăх историйӗ хурав пама пултарать. Усала хирӗç усалпа тавăрни ăна çӗнтерме пулăшмасть çав. Ырăлăх, каçарма пӗлни, юрату тытса тăраççӗ çут тӗнчене.
Ытти калавсем те кăсăклă. Çакна вӗсен ячӗсенченех ăнланма пулать: «Тӗртсе ярсан – туртса илеççех», «Уяв кунӗнчи пăтăрмах», «Ирсӗрлӗхӗн чикки çук…», «Пăхман хӗвел» тата ытти те.
Валентина Тараватăн «Манăн эсӗ пур» кӗнеки чăваш литературине юратакансен кăмăлне каясса шансах тăратпăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ

 http://suvargazeta.ru

Çĕнĕ кĕнеке тухнă
Çĕнĕ кĕнеке тухнă
Автор:
Читайте нас: