+3 °С
Уҫҫӑнах
«Ҫемьене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен обществӑлла уполномоченнӑй» — Раҫҫей ашшӗ-амӑшӗсен обществӑлла хусканӑвӗсенчен пӗри скандалсем юратакан уфимецӗн Моргенштернăн концерчĕсене чарма ыйтать. Алишер ҫитӗнекен ӑру ҫине япӑх витӗм кӳнине шанаççĕ — унăн пултарулăхĕ «ачан психикине аркатать, чунне вӗлерет».
Ашшӗ-амӑшӗсем сентябрӗн 26-мӗшӗнче Красноярскра палӑртнӑ Моргенштернăн концертне чарма хушаҫҫӗ. Ҫакӑн валли вӗсем тӗрлӗ инстанцисенче заявленисем ҫыраҫҫӗ. Тĕпрен илсен, Красноярск крайӗн губернаторне.
Алишер Тимашевск хулинчи Ильи Худобăна сиплеме темиҫе миллион тенкӗ куҫарни те ҫынсене чарса тӑмасть.
«МГ» информацийĕпе.