Çутă çул
+3 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
27 Августӑн 2021, 09:17

Пишпÿлекре Дина Гаврилова писательпе тĕлпулу иртнĕ

Вулакансемпе писатель произведенийĕсенчи хĕрарăмсен сăнарне сÿтсе явнă.  

Пишпÿлекре Дина Гаврилова писательпе тĕлпулу иртнĕ
Пишпÿлекре Дина Гаврилова писательпе тĕлпулу иртнĕ

Вулакансемпе писатель произведенийĕсенчи хĕрарăмсен сăнарне сÿтсе явнă.

Тӑван ҫӗршыва, хамӑр çуралса ÿснĕ пӗчӗк тӑван ҫӗршыва юратни пире яланах, пӗтӗм пурнӑҫ тăршшĕпе, юратма пулӑшать, ҫулсене те, инҫет çулсене те пӑхӑнмасть. Пишплекри Культура керменӗн фойинче Эстонири паллӑ ҫыравҫӑпа, пирӗн ентешӗмӗрпе, Мелевĕспуçĕнче ҫуралса ÿснӗ Надежда Леонидовна Григоренкопа, ҫыравҫӑсен тӗнчинче тата вулакансем хушшинче Дина Гаврилова псевдонимпа паллă писательпе творчество тӗлпулӑвӗ пулчӗ.

Ҫыравҫӑ пĕрчĕн-пĕрчĕн хӑйӗн ял историне, культурине, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине пуҫтарнӑ. Вӑл хӑйӗн произведенийӗсенче вӗсенче пурӑнакан ҫынсен илемлӗ енӗсене ҫутатать. Тӗлпулӑва район таврапӗлӳҫисем Елена Ивановна Андреева, Роза Гамзатовна Иванова, пирӗн ентешӗмӗрӗн пултарулӑхне хисеплекенсем, ҫавӑн пекех районти библиотека тытӑмӗн тата Культура керменӗн ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.

Калаҫӑвӑн тӗп теми Дина Гаврилова творчествинче хӗрарӑм сӑнарӗсем пулса тӑчӗç. Вулакансем ҫыравҫӑна ырӑ сывлӑх тата пултарулӑхра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗҫ. Сӑмах май, пичетсенче тата социаллӑ сетьсенче унӑн ҫӗнӗ кӗнекинчи «Моя звезда еще на небесах» кӗнекери сыпӑксене пичетлесе кӑларнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн ВКонтакте страницинчен.

Пишпÿлекре Дина Гаврилова писательпе тĕлпулу иртнĕ
Пишпÿлекре Дина Гаврилова писательпе тĕлпулу иртнĕ
Пишпÿлекре Дина Гаврилова писательпе тĕлпулу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: