Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
27 Августӑн 2021, 09:27

Уфана Оренбург, Тутарстан тата Крым артисчĕсем гастроле килеççĕ

Мажит Гафури ячĕллĕ Пушкӑрт академи драма театрӗн ҫӗнӗ сезонӗ сентябрӗн 22-мӗшӗнче Мустай Каримăн «Похищение девушки» пьесӑри музыка комедийӗпе уҫӑлать. Кун пирки отпуск хыҫҫӑн труппăна пухнӑ ҫӗрте театр директорӗ Иршат Файзуллин пӗлтернӗ.  

Кӗркунне Уфара Оренбургри, Тутарстан тата Крым республикинчи театрсене гастроле кӗтеҫҫӗ. Вӗсем пурте Башдрама сцени ҫинче иртеҫҫӗ.

Сентябрӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен кунта М.Горький ячĕллĕ Оренбург облаҫӗнчи драма театр федерацин «Большие гастроли» программи шайӗнче тухĕ. Ҫав вӑхӑтра Пушкӑрт академи драма театрӗ Новокуйбышевскра Гузель Яхина романӗ тӑрӑх «Зулейха открывает глаза» спектакльпе гастрольте пулать.

Сентябрӗн 14-16-мӗшӗсенче ҫав программа шайӗнче Крым Республикинче гастрольсем иртеҫҫӗ. Уфа актерӗсем Симферопольте тӑватӑ спектакль кӑтартӗҫ: «Любовница», «И еще раз про любовь…», «Мышиная история» тата «Любишь не любишь».

Сентябрӗн 20-мӗшӗнче Башдрамтеатр хальхи драматургин Пӗтӗм тӗнчери фестивалне каять, унта Олжас Жанайдаровăн «Джут» спектакльне тăратать.

Тĕплĕнрех: https://www.bashinform.ru/news

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

Уфана Оренбург, Тутарстан тата Крым артисчĕсем гастроле килеççĕ
Уфана Оренбург, Тутарстан тата Крым артисчĕсем гастроле килеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: