Паян Пушкӑртстанра Наци костюмӗн кунне уявлаҫҫӗ.
Ку уява Республика Пуҫлӑхӗн Радий Хабировăн Указĕпе 2020 ҫулта йӗркеленӗ. Документ тӑрӑх, республикӑри халӑхсен Наци костюмӗн кунӗсем ҫулталӑкра икӗ хут иртеҫҫӗ: апрелӗн виҫҫӗмӗш эрнекунӗпе сентябрӗн иккӗмӗш эрнекунĕнче.
Уява Пушкӑртстанри халӑхсен наци культурине упраса хӑварас тата аталантарас тӗлӗшпе йӗркеленӗ, ҫакӑ глобализаци условийӗсенче уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫак кун ача сачӗсенче, шкулсенче, культура учрежденийӗсенче, "власть коридорӗсемпе" ахаль ҫынсен ҫурчӗсенче республикӑра пурӑнакан халӑхсен культура, этника уйрӑмлӑхӗсене, вӗсен уйрӑм енӗсене, наци тӗллевӗ ҫинчен аса илеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче пур ҫӗрте те наци костюмӗсен элеменчӗсене туса хатӗрлекен фестивальсемпе флэшмобсем, этностильре илем куравӗсем, концертсем иртеҫҫӗ. - Кирек мӗнле наци тумӗ те — статус, професси, ҫемье лару-тӑрӑвӗ, ҫулӗсем, пурӑнакан вырӑн, тӗн ҫинчен калакан калав, — шутлать Гузель Мидхатовна Каримова Пушкӑртстанри "Агидель" художество промыслисем ГУП генеральнӑй директорӗ. — Ҫитӗнекен ӑрушӑн коммуникаци технологийӗсем аталанса пынӑ ӗмӗрте, вӗсен фонӗнче нимӗнпе танлаштарайми этника харпӑрлӑхӗ ҫухалать тата историлле йӑли-йӗрки улшӑнать, наци костюмӗ — ахаль тумтир кӑна мар вӑл, ку культура тата халӑх историйӗ, унӑн йӑли-йӗркипе пурнӑҫ йӗрки.
«МГ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕсем: архивран.