Хӑш чухне пессимистсем: «Мӗнле юрӑсем? Пурнӑҫ ҫав тери ҫӑмӑл мар», теççĕ. Анчах артист чунӗллĕ хӗрарӑмсем ҫеҫ «юлашки шӑнкӑравччен» юрлӗҫ.
Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн пултарулӑх коллективӗсем "Юрӑ парне пултӑр" концерт программипе халӑх пурӑнакан пӗчӗк вырӑнсенче — Хуртвăрманайĕнче тата Кандракульте халаха савăнтарчĕç.
— Çынсем ăшӑ та тӑвӑллӑн алӑ ҫупса "Берегиня" юрӑҫсен ушкӑнне, "Тӑванлӑх" фольклор коллективне, Михайлова Елена солисткăна кĕтсе илчĕç. Чуна пырса тивекен сӑвӑсене Ерастова Лидия Сергеевна тата Васильева Валентина Дорофеевна вуларӗç. Куракансем артистсене пулӑшрӗҫ, ташша ячӗҫ, тӗлпулушӑн, савăк кӑмӑлшӑн тав турӗҫ, — каласа пачĕ культура çурчĕн ĕçченĕ Инна Никифорова.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
#Культурнаясуббота #СедякбашскийСДК #Бижбулякскийрайон