Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
24 Сентябрӗн 2021, 10:03

Пушкăрт фильмне пĕтĕм Раççей пăхма пултарать

Тата тепĕр Пушкӑрт фильмӗ пысӑк тӗнчене тухнӑ. Пишпÿлек çыннисем те ăна курма пултараççĕ.  

Пушкăрт фильмне пĕтĕм Раççей пăхма пултарать
Пушкăрт фильмне пĕтĕм Раççей пăхма пултарать

Тата тепĕр Пушкӑрт фильмӗ пысӑк тӗнчене тухнӑ.

Кун ҫинчен хӑйӗн страницинче Радий Хабиров пӗлтернӗ. Айнур Аскаровӑн "Семья года" картини Раҫҫей кинотеатрӗсен прокатӗнче стартларӗ. Радий Хабиров акӑ мӗн ҫырнӑ:

—Рахматуллинсен пысӑк ҫемйи — сӑпайлӑ, интереслӗ тата Раҫҫейри ытти пин ҫемье пекех. Вӗсен кивӗ автомобиль, тӗллев — конкурса ҫӗнтермелле, укҫа выляса илмелле. Ҫавна пула вӗсем хисеп мĕн иккенне, çемье ӑшшине, этемӗн тӗп хаклӑхӗсене манаҫҫӗ. Фильма республикӑри илемлӗ вырӑнсенче – Уфара, Абзелил тата Белорецк районӗсенче ӳкернĕ. Айнур Аскаровпа "Пушкӑртстан" киностуди фильмсем валли локаци республикӑра шыраҫҫӗ, ҫавӑншӑн вӗсене тав тӑватӑп. Актерсем те пирӗннисем, пушкӑртсем. Пушкӑртстан халӑх артисчӗ Алмас Амиров фильмра ашшӗн рольне вылярӗ. Унӑн геройӗ —Алмаз Рахматуллин, хӑйӗн ҫемйине хӗрӳллӗн юратаканскер. Ачисене те пирӗннисем, пушкӑрт шкул ачисем тата студентсем вылярӗҫ.

Фильма "Аскарфильм" компани йӗркеленӗ. Пирӗн халь хамаран фильмотека йĕркеленнĕ — «Отряд Таганок», «Сестренка», «Из Уфы с любовью», вĕсен çумне «Семья года» хушăннӑ. Пире пурсӑмӑра та саламлатӑп, авторсене малашне те çĕннине тума сунатӑп!  

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкăрт фильмне пĕтĕм Раççей пăхма пултарать
Пушкăрт фильмне пĕтĕм Раççей пăхма пултарать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: