Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
29 Сентябрӗн 2021, 09:28

Кистенлĕпуçсем Уфари сцена çине тухнă

Кистенлĕпуçĕнчи «Илем» юрă ансамблĕ «Салам» фестивальте лауреат ятне тивĕçнĕ.  

Кистенлĕпуçсем Уфари сцена çине тухнă
Кистенлĕпуçсем Уфари сцена çине тухнă

Кистенлĕпуçĕнчи «Илем» юрă ансамблĕ «Салам» фестивальте лауреат ятне тивĕçнĕ.

Уфа хулинче Регионсен хушшинчи "Салам" чăваш юрӑпа ташӑ фестивалӗнче "Илем" юрӑ коллективĕ "Чӑваш юррине коллективпа юрлани" номинацире 3 степень лауреат пулса тăнă.

Сентябрӗн 23—24-мӗшӗсенче Уфари "Моторостроительсен" культура çуртĕнче вырӑс юррин хорсемпе ансамбльсен ертӳҫисем валли Республика семинарӗ иртнӗ. Унта Кистенлĕпуçĕнчи коллектив ертÿçи Лена Иванова хутшăннă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Кистенлĕпуçсем Уфари сцена çине тухнă
Кистенлĕпуçсем Уфари сцена çине тухнă
Кистенлĕпуçсем Уфари сцена çине тухнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: