Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
7 Октябрӗн 2021, 21:23

Октябрӗн 12 - мӗшӗнчен пуҫласа культура учрежденийӗсене справкӑпа ҫеҫ кĕртеççĕ

Республикӑра вакцинациленменнисем валли сахал мар мерӑсем йышӑнасси малалла пырать

Октябрӗн 12 - мӗшӗнчен пуҫласа культура учрежденийӗсене справкӑпа ҫеҫ кĕртеççĕ
Октябрӗн 12 - мӗшӗнчен пуҫласа культура учрежденийӗсене справкӑпа ҫеҫ кĕртеççĕ

Республикӑра вакцинациленменнисем валли сахал мар мерӑсем йышӑнасси малалла пырать. Кӗҫнерникун Пушкăрт Республикин Пуҫлӑхӗн указĕн йĕркипе культура министрӗ Ранис Алтынбаев онлайн-канашлӑва ВКС форматӗнче ирттерчӗ. Канашлура "Родина" патшалӑх кинотеатрӗн 50 ытла муниципалитет тата уйрӑм ҫынсен кинотеатрӗн тата патшалӑх кинотеатрӗн представителӗсем хутшӑнчӗҫ, пӗлтерет ведомство пресс-служби .
Аса илтеретпӗр, ПР Пуҫлӑхӗн указӗпе килӗшӳллӗн, октябрĕн 12-мĕшĕнчен уйрăм çынсен музейсен, курав залӗсене, библиотекӑсене, театрсене, кинотеатрсене, концерт залӗсене, ҫуртсене (дворецсене) пырса ҫӳренӗ чухне COVID-19 хирĕç вакцинаци туни, 6 уйăх хушшинче чирлесе ирттерни çинчен справкӑна памалла. Патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсемшӗн ҫак мерӑсем октябрӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ.
Республикӑра куракансен залӗсене туллин тултарни халӗ те ҫӗр процентлӑ. Ачасем ҫак учрежденисене асӑннӑ документсемсӗр, анчах хӳтӗлев медицини маски пур чухне кӑна ҫӳреме пултараҫҫӗ.
"Ҫак мерӑсем коронавирус ерекен инфекцие сарӑлма парас мар тесе тӑваҫҫӗ. Вакцинаци —паянхи кун COVID-19 хирĕç кӗрешмелли пӗртен-пӗр мера юлать", - палӑртрӗ Алтынбаев Ранис.
Муниципалитет кинотеатрӗсен тата "Родина" кинотеатр представителӗсем, унта октябрӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа куракансем кинотеатрсене сахалрах ҫӳреççĕ, паллах, тупăшсем чакнă. Анчах та йышӑннӑ мерӑсем COVID-19 коллективлӑ иммунитета туса хатӗрлеме пулӑшмалла.
Кинотеатрсен представителӗсем малта уявла канмалли кунсенче, хӑйсен кураканӗсене кино курма кĕтеççĕ, ҫав шутра Уфа производствин фильмне — "Семья года" камите.
"Башинформ" информацийĕпе.

Октябрӗн 12 - мӗшӗнчен пуҫласа культура учрежденийӗсене справкӑпа ҫеҫ кĕртеççĕ
Октябрӗн 12 - мӗшӗнчен пуҫласа культура учрежденийӗсене справкӑпа ҫеҫ кĕртеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: