Иртнӗ кун пӗтӗм республикипе культурӑпа искусство учрежденийӗсен ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ COVID-19 сарӑлассине асӑрхаттарас енӗпе мерӑсене мĕнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Пушкӑртстан культурин хӑш-пӗр учрежденийӗсенче антиковид мерисене пӑснине тупса палӑртнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗн указне сĕмсĕр пӑсакан 15 учреждени тупса палăртнă. Тӗслӗхрен, "Meet.Рoint" ташӑ барĕнче, «Ретро клуб» каҫхи клубра пропуск режимне йӗркелемен — пыракансене кӗмелли вырӑна термометрисӗрех тата справкӑсене тӗрӗслемесӗр кĕртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех "Максимиланс" тата "MusicHall27"ресторансене кӗрекенсен справкисене тӗрӗслемерӗҫ.
Йӗркесӗрлӗхе Мишкин районӗнче тупса палӑртнӑ. Мишкинти РДКра пропуск режимне йӗркелемен: ҫынсем кӗнӗ ҫӗрте справкӑсем тӗрӗслемеҫҫӗ, ҫынсене термометри тата маска панине тӗрӗслемеҫҫӗ, сотрудниксем маска режимне пӑхӑнмаҫҫӗ. Мишкинти централизациленӗ библиотека тытӑмӗ пропуск йӗрки йӗркелемен —пыракансем кӗмелли вырӑна справкӑпа термометри тӗрӗслемесӗр пурнӑҫлаҫҫӗ, маскӑсем памаҫҫӗ.
Бирскри культура учрежденийӗсем те "палăрнă". "Асамат кӗперӗ" ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче пропуск йӗрки йӗркелемен: пыран-ҫӳренсене справка ыйтмаççĕ, маска памаççĕ тата термометрине тӗрӗслемеҫҫӗ. Пропуск режимне хулари культура керменӗнче те ячĕшĕн çеç йӗркеленӗ.
Тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх Благовещенскри Историпе таврапӗлӳ музейӗнче тата Хулари культура ҫуртӗнче пропуск йӗрки йӗркелеменнине палӑртнӑ: ҫынсен справкисене пӑхмаҫҫӗ, температурӑна виҫмеҫҫӗ тата маскӑсем памаҫҫӗ.
Ҫакӑн пек лару-тӑру Булгаковăри культура ҫуртӗнче, Аургазă районӗнчи ЗАГС уйрӑмӗнче пулса иртрӗ.
Языковăри районти культура ҫуртӗнче пропуск йӗрки ячĕшĕн йӗркеленӗ, маска режимне сотрудниксен 30 процента яхӑнăшĕ кăна пăхăнать.
Тӗрӗсленĕ хӑш-пӗр учрежденисем указ требованийӗсене хӑш-пӗр енчен пӑсаҫҫӗ. Ҫапла Октябрьскинчи Спорт керменӗнче ӗҫченсем маска режимне 50% тытса пыраҫҫӗ, ҫӳрекенсене маскӑсене памаҫҫӗ, 10-шер тенкӗпе сутаҫҫӗ.
Буздякри районти культура керменӗнче тата Уфари Мемориаллӗ ҫуртра — Мажита Гафури музейӗнче маска режимне 50% сотрудниксем кăна пурнӑҫлаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах культура учрежденийӗсенчен ытларахӑшӗ указа çирĕп пӑхӑнаҫҫӗ. Уфари пӗр театрта та саккуна пӑснине тупса палӑртман.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчекĕ: Валерий Шахов.