Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» чӑваш халӑх юрри — халӑхӑн музыкӑпа поэзийӗн хӑйне евӗрлӗхӗ» темӑпа лекци вулӗҫ. Асӑннӑ темӑна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ Алиса Агакова уҫса парӗ.
«Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра пӗлмен чӑваш ҫук та пулӗ. Тарӑн шухӑшлӑскер паян та пирӗн чӗремӗрсен шалти хӗлӗхӗсене хускатать. Вӑл юрра пурте пӗр пек килӗштереҫҫӗ. Ҫав шутра Андриян Николаев космонавтпа Геннадий Волкова академик та пулнӑ.
Ҫак тарана ҫитсе юрра тӗрлӗ композитор 30 ытла хутчен илемлетнӗ. Чӑваш халӑхӗн урӑх пӗр юррине те ун чухлӗ илемлетни пулман. Сăмах май каласан, шăпах çак юрра грузин артисчĕсем те чăвашла юрланă.
Вӗҫ-вӗҫ, куккук, вӗҫ, куккук, Вӑрман хӗрне ҫитиччен, Вӑрман хӗрне ҫитсессӗн, Юман ҫине ларса кан. Чӑт-чӑт, хӑта, чӑт, хата, Эпир тухса кайиччен, Эпир тухса кайсассӑн, Кӗрекене ларса кан. Вӗҫ-вӗҫ, шӑпчӑк, вӗҫ, шӑпчӑк, Вӑрман хӗрне ҫитиччен, Вӑрман хӗрне ҫитсессӗн, Ҫӑка ҫине ларса кан. Чӑт-чӑт, тӑхлач, чӑт, тӑхлач, Эпир тухса кайиччен, Эпир тухса кайсассӑн, Тӳшек ҫине ларса кан.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.