Монумент сӑн-сӑпачӗ упранса юлӗ-ши тата ӑна чӑнах та юсамалла-ши? Ҫакӑн пек ыйтусем активистсене хумхантараҫҫӗ, ҫырать "Башинформ".
Тĕлпулăва Пушкӑртстан правительствин вице-премьерӗ Азат Бадранов ирттерчӗ, вӑл общественниксемпе тӗл пулма тата ҫак кирлӗ ыйту тавра мифсене сирсе яма Радий Хабиров хушнине палӑртнӑ.
Салават Юлаев палăкĕ — Пушкӑртстанпа Уфа символӗ, республикӑн наци пурлӑхӗ, вӑл ҫӗршыври чи паллӑ скульптурӑсен шутне кӗрет. 2019 ҫулта ПР культура еткерӗн объекчӗсене сыхлас тата усӑ курас енӗпе ӗҫлекен НПЦ специалисчӗсем нумай ҫитменлӗх тупса палӑртнӑ.
Скульптура ҫанталӑк условийӗсене пула тутӑхать, ҫав хушӑрах унӑн пушă пайĕнче конденсат йĕркеленет, вăл материала аркатать. Раҫҫейри паллă скульптор Салават Щербаков ӑнлантарса панӑ тӑрӑх (вăл Мускавран онлайн меслетпе тӗлпулăва хутшăннӑ), скульптурăна чугунран шӑратнӑ, вӑл 60-мӗш ҫулта питӗ ҫӗнӗ, тĕпчесе çитермен материал пулнӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи СПЧ членӗ Азамат Галин каланӑ тӑрӑх, общественность енчен ӑнланманни темиҫе сӑлтава пула сиксе тухма пултарнӑ.
— Чи малтан ку информаци ҫитменни. Палӑка аркатни ҫак фотографисемпе видеона ҫынсене тӳрех пичетлесе кӑлармалла пулнӑ. Малалла, юсав хакӗн ыйтӑвне пĕрре 100 млн тенкӗ, тепре 600 млн тенкӗ теҫҫӗ. Палӑка фрагментсем тӑрӑх пуҫтарнӑ пирки ҫурӑксем ҫутҫанталӑк пулăмӗ, вăл çапла пулмалла та тесе шутланӑ. Лару-тӑрӑва тӳрех тӗплӗн ӑнлантарса памалла пулнӑ, халӑх йывӑр хыпарсенче "хайп" тытать тесе хуравламалла мар, — комментари панӑ Галин.
Палăка юсас ыйтупа Обществӑлла канаш йӗркелеççĕ тенӗ Азат Бадранов. Вӑл информаципе документсем алла илет, Пӗтӗм Тӗнчери Курултай комитетне çакна йĕркелеме шанса панӑ.
— Пирӗн задача — ӗмӗрлӗхех палӑка сыхласа хӑварасси. Вӑл 54 ҫул тӑчӗ, юсав хыҫҫӑн тата 100—150 ҫул тӑрать, — терӗ вице-премьер.
Документсене нумай уйӑх хушши килӗштернӗ хыҫҫӑн 2022 ҫулхи май—июнь уйӑхӗсенче ӗҫе пуҫӑнма палӑртнӑ. Палӑка ӳкерес умӗн монумент сӑн-сӑпачӗ ан улшӑнтӑр тесе объекта 3D ӳкермелле.
Скульптура тӗсне суйласа илнӗ ӗнтӗ — сланец-сӑрӑ, чи малтанхипе питĕ ҫывӑх тĕс шутланаканскер.
«Башинформ» информацийĕпе.