Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
19 Октябрӗн 2021, 08:50

Илпек Микулайӗн бюстне вырнаҫтарнӑ

Писателĕн çирӗме яхӑн кӗнеке тухнӑ. Чи сулмакли — икӗ томлӑ «Хура ҫакӑр» роман.

Илпек Микулайӗн бюстне вырнаҫтарнӑ
Илпек Микулайӗн бюстне вырнаҫтарнӑ

Шӑмӑршӑра Чӑваш халӑх писательне Илпек Микулайне асра тытса бюст уҫнӑ. Ку хыпара эпир каярах пӗлтӗмӗр пулин те ун ҫинчен хыпарламаллах. Бюста Шӑмӑршӑри вӑтам шкул территорийӗнче иртнӗ уйӑхӑн 14-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

Бюст авторӗ — художник-скульптор, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Кондрашкин.

Илпек Микулайӗ (Ильбеков Николай Филлипович) — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачи. 1915 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Патӑрьелти педагогика техникумӗнчен, Чӑваш педагогика институтӗнчен вӗренсе пӗтернӗ. Сӑвӑ-калав ҫырма Шупашкарта, педагогика институтӗнче вӗреннӗ чухне, пуҫланӑ. Ҫирӗме яхӑн кӗнеке тухнӑ. Чи сулмакли — икӗ томлӑ «Хура ҫакӑр» роман.

#астӑвӑм#палӑксем#Шӑмӑршӑ#шкулсем#бюстсем#ҫыравҫӑсем#Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ

Илпек Микулайӗн бюстне вырнаҫтарнӑ
Илпек Микулайӗн бюстне вырнаҫтарнӑ
Автор:
Читайте нас: