Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
19 Октябрӗн 2021, 08:45

Стамбулти фестивальте ҫӗнтернӗ

«Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» фильм унччен те Пӗтӗм тӗнчери темиҫе фестивальте те сумлӑ вырӑна тухнӑ.

Стамбулти фестивальте ҫӗнтернӗ
Стамбулти фестивальте ҫӗнтернӗ

Марина Карягина тележурналистӑн, сценаристӑн режиссёр пулса хатӗрленӗ, куракан патне тӑватӑ чӗлхепе ҫитнӗ «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» фильмӗ Стамбулта иртнӗ пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте ҫӗнтернӗ.

Асӑннӑ ӗҫӗн операторӗсем – Сергей Мышев, Владимир Сергеев (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр), Виктор Степанов, Екатерина Янгалакова, монтажёрӗ – Карина Петрова, сасӑ режиссёрӗсем – Сергей Блинов, Владимир Неверов, продюсерӗ – Елена Егорова, директорӗ — Екатерина Канюка, куҫаруҫи — Надина Джавадова.

Чӑваш Енри ӗҫе тӗрлӗ ҫӗршыври 23 тӳре пысӑка хурса хакланӑ. Ҫапла вара фильм Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» фильм унччен те Пӗтӗм тӗнчери темиҫе фестивальте те сумлӑ вырӑна тухнӑ.

Сӑмах май каласан, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Марина Карягинан ҫуралнӑ кунӗ пулчӗ. Вӑл кун Чӑваш телекуравӗн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килчӗ.

#фестивальсем#Стамбул#чӑвашлӑх#ҫӗнтерӳсем#ҫитӗнӳсем#ӳнер#кино

Стамбулти фестивальте ҫӗнтернӗ
Стамбулти фестивальте ҫӗнтернӗ
Автор:
Читайте нас: