

Октябрӗн 12-мӗшӗнче Уфара Пӗтӗм Раҫҫейри "Пушкӑртстан таланчĕсем" ача-пӑча тата ҫамрӑксен пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ.
Тамирлан Халиуллин Пишпÿлекри Ача-пӑча ӳнер шкулĕнче Дарья Юрьевна Федорова вӗрентекен фольклор уйрӑмӗнче вӗренет. Вăл сумлă конкурса халӑх вокалĕ-соло номинацийӗнче I степень Дипломант пулса тӑчӗ. Конкурс валли Фадис Ганиев юрӑҫ репертуарӗнчен пушкăртла «Башҡортостан — тыуған ерем!» юрӑ хатӗрлерӗмӗр.
Тамирлан 2021 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче пирӗн пата шкула пычӗ, эпӗ унӑн бархат тембрне, музыкăна лайăх туйнине тата илтнине тӳрех паллӑ турӑм. Тамирлан амӑшӗ, Гульшат Салаватовна Халиуллина каланӑ тӑрӑх, ачана яланах юрлама килӗшнӗ, амӑшӗ те унӑн талантне аталантарма пур майсемпе те пулӑшнӑ, анчах та пӗр самантра вӑл юрлас ӑсталӑхӑн професси шайне тухмаллине ӑнланса илнӗ те ҫемйипе канашласа ывӑлне Ача-пӑча искусствин шкулне ҫырӑнма шутланӑ. Эпир кашни ӗҫпех професси шайӗнче ӳссе пырасса тата малашне пире тата нумай ҫӗнтерӳ кӗтессе шанатпăр.
Дарья ФЕДОРОВА,
Ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Дарья Федорова.