Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Культура
25 Октябрӗн 2021, 10:06

Иртнӗ вӑхӑта шеллемесӗр, ҫутӑ тунсăхпа ҫеҫ аса илмелле

Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ фотовыставкӑна аслӑ ҫулти ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне халалланӑ.

Иртнӗ вӑхӑта шеллемесӗр, ҫутӑ тунсăхпа ҫеҫ аса илмелле
Иртнӗ вӑхӑта шеллемесӗр, ҫутӑ тунсăхпа ҫеҫ аса илмелле

 

Тӗлӗнмелле, эпир мӗн чухлӗ аслӑрах, ҫавӑн чухлӗ ытларах пирӗн иртнӗ вӑхӑта таврăнас килет. Эпир пурте ачалăхран тымарсем илетпĕр. Чи таса, чи ырӑ асаилӳсем унпа ҫыхӑннӑ.

Саншӑн ӑслӑлӑхпа пархатарлӑхӑн эталонӗсем пулнӑ ҫынсем — асаннепе асатте пурӑннӑ ялта шурăмпуç килнине аса илсен, куҫҫуль шӑпӑртатса юхать. Унта тахҫантанпах никам та пурӑнмасть, сад та ӳссе кайнӑ, хурӑн та типнӗ, хӑмла ҫырли те ӳссе асар-писер ÿссе кайнӑ, кĕрсе-тухса пулмасть. Тахҫантанпах ӗнтӗ юратнӑ ҫырма патне анмалли сукмак ҫук, унта тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах ял халăхĕ тӗл пулнӑ. Унта нихҫан та каялла тавӑрман ҫынсем юлчӗҫ. Хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫне вӗҫертме вӗренмелле пулӗ, мӗншӗн тесен унсӑр пуласлӑх ҫук. Иртнӗ вӑхӑта шеллемесӗр, ҫутӑлса тӑракан салхулӑхпа ҫеҫ аса илмелле.

Фотовыставкӑна аслӑ ҫулти ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ.

Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Чăваш туйĕнче. Леонид тата Лидия Егоровсем.

1982 çул. Петра Ильичпа Алевтина Александровна Андреевсен туйĕ. Свидетелĕсем: Митрофанов Юрий Иванович тата Ерастова Нина Михайловна. Иванова Валентина Александровна çырăнтарнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Иртнӗ вӑхӑта шеллемесӗр, ҫутӑ тунсăхпа ҫеҫ аса илмелле
Иртнӗ вӑхӑта шеллемесӗр, ҫутӑ тунсăхпа ҫеҫ аса илмелле
Иртнӗ вӑхӑта шеллемесӗр, ҫутӑ тунсăхпа ҫеҫ аса илмелле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: