Ӳкерӳ ӗҫне Алишер арăмĕ Диля Зиннатуллина тата унӑн амӑшӗ хутшӑннӑ.
Ксения Собчак хӑй каласа панӑ тӑрӑх, вӑл музыкантран тахçанах интервью илесшӗн пулнӑ. Анчах Алишерӑн команди рэпер "Осторожно, Собчак" кăларăмне хутшăннишĕн пачах хирӗҫ пулнӑ. Анчах та Ксения Алишерăн туйне ертсе пыракан рольне вылянӑ хыҫҫӑн лару-тӑру улшӑннӑ.
Собчак палӑртнӑ тӑрӑх, интервьюсенче эпир Алишера маскӑсӑр тата инферналлĕ сӑнарӗсӗр курӑпӑр. Сӑмахран, Моргенштерн медиа пурнӑҫӗнчен питӗ ывӑнса ҫитнине тата кӗнеке вуласа канасшӑн пулнине палӑртнӑ. Музыкант хӑйӗн хваттерне кӑтартнă, унăн каминра мӗншӗн Собчак кӗнеки выртнине ӑнлантарса панă.
«МГ» информацийĕпе.