Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
1 Ноябрӗн 2021, 20:14

Пăслăкри "Çăлкуç" ансамбль юрăçи 80 çул тултарнă

Раиса Александровна Павлована пысӑк та хисеплӗ юбилейпе саламлаççĕ.

Пăслăкри "Çăлкуç" ансамбль юрăçи 80 çул тултарнă
Пăслăкри "Çăлкуç" ансамбль юрăçи 80 çул тултарнă

Раиса Александровна Павлована пысӑк та хисеплӗ юбилейпе саламлаççĕ.
Раиса Александровна - "Ҫӑлкуҫ" халăх фольклор ансамбльне никӗсленинчен пуҫласах унта хутшӑнать, вăл халӑх юрӑҫи, чаплӑ артистка тата чун-чӗрипе ырӑ ҫын!
"Раиса Александровнӑна чун - чӗререн 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламлатпӑр!
Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫемьере ырлӑх,нумай ҫул пурӑнма тата ҫавӑн пекех савӑнӑҫлӑ та ҫамрӑк пулма сунатпӑр!" - саламлаççĕ артиста пăслăксем.
Раиса Александровна - юратнӑ амӑшӗ тата кукамӑшӗ. Хӑйĕн упӑшкипе Владимир Александровичпа вӗсем тату пурӑнаҫҫӗ, ачисемпе мӑнукӗсене пулӑшаҫҫӗ. Ҫакӑн пек çула ҫитсе те вӗсем пысӑк хуҫалӑхпа кил-ҫурт тытаҫҫӗ, хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе ҫамрӑк ҫемьесемшӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри СМФК страницинчен.

Иккĕмĕш сăнÿкерчĕк çинче сылтăмран иккĕмĕш.

Пăслăкри "Çăлкуç" ансамбль юрăçи 80 çул тултарнă
Пăслăкри "Çăлкуç" ансамбль юрăçи 80 çул тултарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: