Аркадий Русаков çыравçă тата публицист Пушкăртстанра пурăнать. Аркадий Никандрович мӗн пӗчӗкренех литературăпа туслашнă. Унăн Çӗнӗ çула халалланă сăвви вăл 6-мӗш класра вӗреннӗ чухнех пичетленнӗ. Каярахпа стена хаçачӗ валли заметкăсемпе кӗске калавсем шăрçаланă. Ӗпхӳри Пушкăрт патшалăх медицина институтӗнче ăс пухнă чухне те çырма пăрахман, пултаруллă студентăн хайлавӗсем «Медик» хаçатра кун çути курнă.
Аркадий Русаков 1989 çултанпа Стерлитамакри çыравçăсен организацийӗн «Шуратăл» литература пӗрлешӗвӗнче тăрать. 2007 çултанпа – РФ тата ЧР Писательсен союзӗсен пайташӗ. Вăл чăвашла та, вырăсла та çырать. Унăн произведенийӗсем тӗрлӗ хаçат-журналта та, уйрăм кӗнекен те тухаççӗ. Çамрăкрах чухне çыравçа юрату, кăмăл-сипет, çутçанталăк темисем кăсăклантарнă пулсан халӗ истори ыйтăвӗсемпе халăх кун-çулӗ ытларах пăшăрхантараççӗ, çӗнӗ калав-повесть çырма хистеççӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Чикӗри тӗлпулу» тата «Эпир кунта хӗçпе килмен» кăларăмӗсем пичетленнӗ.
– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Литература маншăн – чун канăçӗ.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Чунри туртăм.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Константин Иванов, Юхма Мишши.
– Юратнă кӗнеке.
– «Нарспи» (Константин Иванов).
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Валери Туркайпа, анчах эпӗ унпа калаçса курман.
– Пурнăç девизӗ.
– Тăвалла пулсан та – малалла.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Мăшăра паллаштаратăп. Ахаль çынсем каланине тата пысăк авторитетлă çыравçăсен сăмахне итлетӗп.
Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
http://suvargazeta.ru/news