+3 °С
Уҫҫӑнах
Патшалӑх Думин депутачӗсене пӑхса тухма пусмӑрлассипе тата йӑлана кĕмен хутшăнусемпе ҫыхӑннӑ кинофильмсене кӑтартусемпе пропагандӑлама чарасси ҫинчен калакан закон проектне кӗртнӗ. Кун ҫинчен ҫемье, хӗрарӑмсен тата ачасен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет пуҫлӑхӗ Нина Останина пӗлтернĕ. Документа ҫурхи сессинче пӑхса тухӗҫ.
Маларах комитетри Останинан заместителӗ Виталий Милонов РИА Новости кăларăма проектпа ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ .
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ; rassvetnews.ru