Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
1 Декабрӗн 2021, 06:21

«Авалхи япаласене ан пăрахăр»,

— ыйтаççĕ Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕн ĕçченĕсем.  

«Авалхи япаласене ан пăрахăр»,«Авалхи япаласене ан пăрахăр»,
«Авалхи япаласене ан пăрахăр»,

Музейӗн юратнӑ уявӗсенчен пӗри — "Çуралнӑ кун — парне кунӗ» каҫ. Туслӑ та ӑшӑ лару-тӑрура тӑван тӑрӑха юратакансен тата ҫӗнӗ экспонатсене парнелекенсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ, вĕсем пуян музей коллекцийӗн ретне тата та пуянлатнӑ.

— Музее парнелекенсене пурне те пысӑк тав тӑватпӑр! Сире пула истори материалӗсем, авалхи япаласем тата хальхи пурнӑҫ атрибучӗсем пирӗн тӑван ҫӗршывӑн истори еткерлӗхне упраса хӑварас ӗҫре пулӑшӗҫ! Эпир вара, музей ӗҫченӗсем, каллех сире калатпӑр: "Авалхи япаласене, совет саманин материалӗсене тата истори артефакчӗсене ан пӑрахӑр. Музейсене кӗрӗр, вӗсене музейсене пӗлтерӗр. Историе пӗрле упраса хӑварар!" — теççĕ Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕн ĕçченĕсем.

#БижбулякскийИсторикоЭтнографическийМузей

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕн социаллă сетьри страницинчен.

«Авалхи япаласене ан пăрахăр»,
«Авалхи япаласене ан пăрахăр»,
Автор:Марина Иванова
Читайте нас