Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
7 Декабрӗн 2021, 15:31

Ачасем музейре пулнă

Паян районти историпе этнографи музейӗнче Пишпӳлекри Ача-пăча искусство шкулĕн художество уйрӑмӗн кӗҫӗн ушкӑнӗн урокӗсем иртнĕ.  

Ачасем музейре пулнă
Ачасем музейре пулнă

Паян районти историпе этнографи музейӗнче Пишпӳлекри Ача-пăча искусство шкулĕн художество уйрӑмӗн кӗҫӗн ушкӑнӗн урокӗсем иртнĕ.

 Роза Рузиновна Габдрахманова преподаватель музей залӗнче "Юр шарӗ" ҫӗнӗ ҫул сувенирне туса хатӗрлес енӗпе урок ирттернĕ. Заняти хыҫҫӑн ачасем пушкӑртсен ҫутта кӑлараканӗн Мифтахетдин Акмуллан пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнă. Камалтдинова Альмира М.Акмулла сӑввине вуласа панă, унпа вӑл муниципалитет конкурсӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑннă.

Карим Хакимов дипломачӗн Пӗтӗм Раҫҫейри онлайн-конкурсĕн ӳкерчӗкӗсен куравӗнче ачасем хӑйсен ӗҫӗсемпе ӳкерӗннӗ. Конкурса хутшӑнакансен ячĕсем вара пурте декабрӗн 10-мӗшӗнче паллӑ пулаççĕ.

Сăнÿкерчĕксем: Пишпӳлекри историпе этнографи музейӗн социаллă сетьри страницинчен.

Ачасем музейре пулнă
Ачасем музейре пулнă
Ачасем музейре пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: