Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Декабрӗн 2021, 20:54

Пушкӑртстанăн тӗп хули "Союзмультфильм" мультконцертсен фестивальне йышӑнӗ

Фестиваль хӑнисем халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсем пулӗҫ.

Пушкӑртстанăн тӗп хули "Союзмультфильм" мультконцертсен фестивальне йышӑнӗ
Пушкӑртстанăн тӗп хули "Союзмультфильм" мультконцертсен фестивальне йышӑнӗ

Мероприяти декабрӗн 19-мӗшӗнче Уфари "Башкортостан" Патшалӑх концерт залӗнче пулӗ. Аса илтеретпӗр, "Союзмультфильм" мультконцертсен ҫулленхи иккӗмӗш фестивалӗ ноябрӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 19-мӗшӗччен Раҫҫейри вунӑ хулара иртет. Пушкӑрт тӗп хулинче вӑл декабрӗн 19-мӗшӗнче иртӗ.
Мероприяти программинче - студин классикӑлла произведенийӗсенчен чи лайӑх мультфильмсемпе легендарлӑ кӗввисем. "Союзмультфильм" киностудин директорӗсен совечӗн председателӗ Юлиана Слащева палӑртнӑ тӑрӑх, "талантлӑ произведенисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатмаҫҫӗ тата тӗрлӗ тапхӑрта ҫӗнӗ енсемпе уҫӑлаҫҫӗ". Фестиваль хӑнисем халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех концерта кирек кам та кайса курма пултарĕ. Ҫавӑнпа та малтанлăх регистраци иртмелле.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанăн тӗп хули "Союзмультфильм" мультконцертсен фестивальне йышӑнӗ
Пушкӑртстанăн тӗп хули "Союзмультфильм" мультконцертсен фестивальне йышӑнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: