Светлана Константинова каласа панинчен:
Хӑлха ҫакки, алка - паянхи кун та ҫак капӑрлӑх ячӗ чӑвашсем хушшинче тӗрлӗ ятпа ҫӳрет. Эпир тури чӑвашсен костюмне пуҫтарма пуҫӑнни чылай вӑхӑт иртрӗ пулсан та, хӑлха ҫине ҫакмалли капӑрлӑх патне черет халь кӑна ҫитрӗ. Ӗҫе тӗплӗн тӑвас тенипех ӗнтӗ малтан литературӑра, кайран музей пӳлӗмӗсенче информацине тӗплӗн шырарӑмӑр.
Чи малтанхи ыйту яланхи пекех, качча кайнӑ арӑмсен тата ҫамрӑк хӗрсен хӑлха ҫаккисем хушшинче уйрӑмлӑхсене палӑртасси. Паллах пур вӗсем. Ҫапла вара хӗрсем хӑлха ҫакки, арӑмсем хӑлха тенки ҫакса ҫӳрени пирки ҫырса кӑтартнине тупма май пулчӗ.
Пирӗн тӗллев качча кайнӑ хӗрарӑм валли капӑрлӑх пуҫтарасси пулнӑ пирки, ӗҫ йӗркине палӑртса, ӗҫе пикентӗмӗр.
Хӑлха тенки пуҫтарма йывӑрах пулмарӗ. Ӗҫ валли 1см сарлакӑш тата 15 см вӑрӑмӑш сӑран кирлӗ пулчӗ тата тимĕр укçасем. Ыттине вара те алӑсем ас тӑваҫҫӗ, ӗҫ хӑвӑртах кайрӗ. Пӗр капӑрлӑхӑн виҫи 35 грамм пулчӗ. Хӑлха татӑлса анать тесе шутлама пулать ку виҫерен. Анчах тӑхӑнса пӑхсан, виҫи пӗртте сисӗнмест. Масмак е хушпу хӑлха ҫумне пӑчӑртанӑ пирки, ҫухатас хӑрушлӑх ҫук. Утнӑ чухне шӑнкӑртатни вара асамлӑ туйӑмсем ҫуратать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Светлана Константинова.