Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
14 Декабрӗн 2021, 15:11

Ситекпуçĕнчи ял культура çуртне реконструкцилес ӗҫе 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле

"2023 ҫула кӗтмелле мар, кирлӗ сӗнӳсем хатӗрлӗр, укçи-тенкине парăпăр.

Ситекпуçĕнчи ял культура çуртне реконструкцилес ӗҫе 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле
Ситекпуçĕнчи ял культура çуртне реконструкцилес ӗҫе 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле

Пишпӳлек районӗнче ӗҫлĕ çулçÿрев вӑхӑтӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Ситекпуҫ ялӗнчи культура ҫуртне ҫитсе курнӑ. Кунта культурӑпа массӑллӑ тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ йӑлана кӗнӗ пек пулса 500 ытла ҫын пурӑнакан ялăн визит карточки пулса тӑрать. Пӗтӗмпе кунта 16 клуб пултарулӑхӗн коллективĕ, вӗсенчен ҫурри ачасемпе ҫамрӑксемшӗн. "Сăнлăх" театр коллективӗ чӑваш халӑх коллективӗ шутланать. Радий Хабиров ялти культура ҫуртӗнче пултарулӑха аталантарма йӗркеленӗ условисене хак панă, библиотекӑпа курав залне пӑхса тухнă, ҫавӑн пекех коллективсен репетицийӗсене сӑнанă.

Культура ҫурчӗн ҫуртне 1994 ҫулта хута янă, ҫавӑнтанпа пӗрре те юсаман. Кӑҫал Ситекпуç ял тӑрӑхӗн культура ҫурчӗн тӗп юсав ӗҫӗсене ирттерме бюджетран 3,5 млн тенкӗ уйӑрнӑ, вӗсемпе çурт тӑррине юсанӑ, ӑшӑтмалли тытӑма улӑштарнӑ, хӑш-пӗр чӳречесене улӑштарнӑ. Анчах та уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ юсав ĕçĕсене вӗҫлеме ҫитеймен.

Кӑҫалхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче Ситекпуçĕнчи культура ҫурчӗн ертӳҫи Инна Никифорова Пушкӑртстан Пуҫлӑхне тӗп юсав ӗҫне вӗҫлеме пулӑшу пама ыйтнă. Радий Хабиров тепӗр 7 млн тенкӗ уйӑрма хушнă. Паян ПР культура министрӗ Амина Шафикова ҫак укҫа-тенкӗ тепӗр ҫул ҫуртӑн мал енне тата шалти пӳлӗмĕсене йӗркене кӗртме валли ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, "Культура малой Родины" федераци программи тӑрӑх 2023 ҫулта СДК пурлӑхпа техника никӗсне лайӑхлатма палӑртнӑ.

"2023 ҫула кӗтмелле мар, кирлӗ сӗнӳсем хатӗрлӗр, укçи-тенкине парăпăр. Юсавпа пӗрлех тепӗр ҫул ял ҫыннисемшӗн вӗсен культура вучахӗнче хӑтлӑ майсем пулма  пурлӑх базине те лайӑхлатмалла. Пур ӗҫе те  2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Кунта ӗҫлекен пултаруллӑ ҫынсене пулӑшӑпӑр", — палӑртнă Радий Хабиров СДК ушкӑнӗсемпе тĕл-пулăва хутшӑннӑ чухне.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Ситекпуçĕнчи ял культура çуртне реконструкцилес ӗҫе 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле
Ситекпуçĕнчи ял культура çуртне реконструкцилес ӗҫе 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: