Ӗнер, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Пӗтӗм чӑвашсен 5-мӗш «Асам» кинофестивалӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Киноӳнерӗн фестивалӗнче ҫӗнтернисене паян дипломпа статуэткӑпа чыслӗҫ. Кун пирки «Чӑвашкино» Инстаграмра пӗлтернӗ.
«Асам» ӗҫӗ – фестиваль кӑна мар, унӑн пӗлтерӗшӗ тата та анлӑрах. Вӑл чӑвашсен тӗнчекурӑмӗ, халӑх культури, тӗнчери пулӑмсене ӑсласа илес тени, наци ирӗкӗ.
Конкурса хутшӑннӑ 37 фильм, ҫак фестивалӗн пӗлтерӗшӗ ҫулсерен ӳссе пынине кӑтартать, пире чунтан савӑнтарать, ӗҫлеме хавхалантарать.
Пӗтӗмлетсе каласан, Чӑваш киновӗ пур, аталанса пырать. Чӑваш Енре ҫак ӗҫре профессиллӗ режиссерсемпе сценаристсем, операторсем, тӗлӗнмелле маттур артистсем те пурах.
Ҫапах та «Чӑвашкино» статусне пысӑк шая ҫӗклесе пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе ӗҫлемеллисем чылай. Малалла та малалла...
Шанчӑк пур...», — тесе ҫырнӑ Инстаграмра.
#фестивальсем, #кинофестиваль, #Асам, #Чӑвашкино, #ӳнер, #культура
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/