Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче "Ларец новогодних чудес " конкурс ирттернĕ, "Çулталӑк символӗ — тигр" унти номинацисенчен пӗри пулнă.
2022 ҫул — Сенкер шыв тигрĕн ҫулталӑкӗ. Мӗнле чӗрчун вăл ? Акӑ тигр ҫинчен калакан фактсем.
Тигр тӗттӗмре ҫынран 6 хут лайӑхрах курать.
Тигра пурнӑҫне тытса тӑма арӑсланран икӗ хут ытларах апат кирлӗ.
Тигр — кушаксен чи пысӑк представителӗ.
Урса кайнӑ тигрсем мӗкӗрмеҫҫӗ, хăслатаççĕ. Харлатса вӗсем пӗр-пӗринпе инҫетрен калаҫаҫҫӗ.
Тигрсем 60 ҫухрӑм хӑвӑртлӑха аталантарма пултараҫҫӗ.
Тигрсем упасемпе крокодилсем çине сунара ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗн социаллă сетьри страницинчен.