Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
2 Кӑрлач 2022, 20:30

Пăслăксене чаплă концертпа савăнтарнă

Мероприятие урамри елка тавра юрӑ-ташӑпа вӗҫленӗ.

Пăслăксене чаплă концертпа савăнтарнă
Пăслăксене чаплă концертпа савăнтарнă

Пăслăкра пурăнакансене ялти СМФК ӑстисем нимӗнпе танлаштарайми Çӗнӗ çул концерчĕ парнеленĕ
Пăслăк ял совечӗн пуҫлӑхӗ Ю. А. Васильев уяв сӑмахӗ каланă, ялти чи хастар ҫынсене тав тунă, парнесем панă.
Хӗллехи яланхи персонаж Хĕл Мучи ҫулталӑк хушшинче ватӑлнӑ иккен те мӑнукне Юрпикене ҫул ҫинче ҫухатса хăварнă. Ҫӗрӗпех вӑл Вупăр карчăккипе, пограничникпа, пассажирпа, Белоснежкăпа, Мальвинӑпа ӑна шыранă, паллах, çĕр вĕçлениччен вăл тупнă ăна! Вӗсем пурте ҫӗнӗ ҫулта нумай ырлăх, сывлăх суннă.
Концерта "Ҫӑлкуҫ" фольклор ансамблӗн хастарӗсем, "Чӑваш бабкисем" дуэт, Р.Едиханов, Т.Кириллова, Д.Степанов, В. Митрофановапа Г.Данилова, В. Сенькинӑпа Г. Игнатьевӑн дуэчĕ тата ыттисем те хутшăннă.
Концерта килнӗ ял çыннисем кашни участнике тӑвӑллӑ алă çупса кӗтсе илнĕ, ҫакӑн пек чаплă концертшӑн мухтанă. Концерта лартаканĕ Светлана Трофимова пулнă.
Мероприятие урамри елка тавра юрӑ-ташӑпа вӗҫленӗ.
Пăслăкри СМФК социаллă сетĕнчи страницинчен.

Пăслăксене чаплă концертпа савăнтарнă
Пăслăксене чаплă концертпа савăнтарнă
Пăслăксене чаплă концертпа савăнтарнă
Пăслăксене чаплă концертпа савăнтарнă
Пăслăксене чаплă концертпа савăнтарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: