

Кашни ҫулах кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вулакансене тепӗр хут регистрацилеме пуҫлаççĕ. Пишпÿлекĕн тӗп библиотеки "Ҫӗнӗ 2022 ҫулхи пӗрремӗш вулакан" акци евӗр вулакансене тепӗр хут регистрациленӗ. Библиотека килекенсене пурне те библиотекарьсем саламланă, парнесем панă.
- "Ҫӗнӗ 2022 ҫулхи Пӗрремӗш вулакан" акци. Эпӗ 3-мĕш вулакан пултăм. Туссем, кунта литература ҫӗнӗлӗхӗсене суйласа илме пулать, нумай жанр пулăран куç-пуç алчăрать... Юрать-ха, опытлӑ, хăйсен ĕçне пӗлекен специалистсем пур, вӗсем суйласа илме пулӑшаҫҫӗ. Çӗнӗ ҫулхи канмалли кунсене интереслӗ кӗнекепе ирттерӗр! Вӗсем сире Пишпӳлек районӗнчи библиотекӑсен ҫӳлӗкӗсенче кӗтеҫҫӗ ӗнтӗ! - хавхалантарчĕ социаллă сетьри хăйĕн страницинче район администрацинчи культура, çамрăксем, спорт тата общественнăçпа çыхăну тытакан пайĕн заведующийĕ Елена Павловна Арефьева.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетĕнчи страницинчен.
РайоннаяДетскаяБиблиотека.
#ПервыйЧитатель2022Года