Кунгурти ҫӗр хӑвӑлӗнчи собор кӳлепине Чӑваш Енри скульптор туса лартнӑ.
Пермь тӑрӑхӗнчи Кунгурти ҫӗр хӑвӑлне кӗрсе курма чылай ҫын ӗмӗтленет. Халӗ ҫав вырӑн тата та асамлӑрах.
3,5 метр ҫӳллӗш пӑр кӳлепене Алексей Исаев ӑста хӑйне пулӑшакан тепӗр ҫынпа хӑпартса лартнӑ. Ӗҫе каҫхине, 17 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен, пурнӑҫлама тивнӗ. Ку вӑхӑтра туристсем ҫук-ҫке. Вырӑн хӗсӗк те тӑвӑр пирки ӗҫлеме ҫӑмӑлах пулман. Анчах тӗрлӗ кӳлепене ӑсталама маттур скульптор тар тӑкни сая кайман. Ҫӗр хӑвӑлӗнче бензин пӑчкӑпа ӗҫлеме юрамасть, ҫавӑнпа пӑра электропӑчкӑпа тата аккумуляторлӑ пӑчкӑпа касма тивнӗ.
Алексей пирки ҫакна палӑртмалла. Ҫартан таврӑнсан вӑл художество пӗлӗвне илнӗ. Ирӗклӗ художник пулса ҫӗршыв тӑрӑх чылай ҫӳренӗ. 11 ҫул каялла Кунгура кайсан унти вырӑнсене килӗштерсе пӑрахнӑ та халӗ те ҫавӑнтах пурӑнать. Пысӑк лаптӑк ҫӗр туяннӑ. Хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗпе аппаланса пӑртан тата йывӑҫран кӳлепесем ӑсталать, ача-пӑча лапамӗсем тӑвать, культура паркӗсене илемлетет, ӳкерет.
#культура, #пултарулӑх, #Пермь, #скульптура, #кӳлепесем, #скульпторсем
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://russia24.pro/