Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
7 Кӑрлач 2022, 20:26

Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче 1300 туризм навигацийӗн палли йӗркеленӗ

Турист навигацийӗн паллисене лартасси вӑл - Раҫҫей тата ют ҫӗршыв турисчӗсем валли хӑтлӑ условисем туса хурасси".

Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче 1300 туризм навигацийӗн  палли йӗркеленӗ
Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче 1300 туризм навигацийӗн палли йӗркеленӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе Туризм енӗпе ĕçлекен ПР Патшалӑх комитечӗ туризм навигацийӗн паллисене вырнаҫтарас енӗпе ӗҫ пырать, пӗлтерет ПР Правительствин пресс-центрӗ. Вырӑс тата акӑлчан чӗлхипе çырнă ятарлӑ информаци паллисем ҫынсене регионăн паллӑ вырӑнӗсем, илемлӗ вырӑнӗсем, Пушкӑртстанӑн визит-центрӗсем, ҫутҫанталӑк тата археологи объекчӗсем, ҫавӑн пекех музейсемпе палӑксем патне яраҫҫӗ.
ПР Патшалӑх комитечӗн туризм енӗпе ӗҫлекен председателӗ вырăнне вăхăтлă ĕçлекен Ринат Фаткуллин лайӑх канăвăн тӗп лайӑх енӗсенчен пӗри – информаци хутлӑхӗ лайӑх пулнине палӑртать. "Пушкӑртстанра пулнӑ чухне туристсем кирек хӑш регионта та ҫул тупасса тата ҫутҫанталӑк объекчӗсене тата культурӑпа истори еткерӗн объекчӗсене ҫӑмӑллӑнах тупма пултарччӑр, - сӗнет вӑл. - Турист навигацийӗн паллисене лартасси вӑл - Раҫҫей тата ют ҫӗршыв турисчӗсем валли хӑтлӑ условисем туса хурасси".
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: pravitelstvorb.ru с сайтран

Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче 1300 туризм навигацийӗн  палли йӗркеленӗ
Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче 1300 туризм навигацийӗн палли йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: