Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
11 Кӑрлач 2022, 20:31

Бирскра Регионсен хушшинчи эстрада юррипе ташӑ фестиваль-конкурсĕ иртет

Фестиваль-конкурса хутшӑнма 2022 ҫулхи январӗн 18-мӗшӗччен электронлӑ адрес ҫине заявкӑсем ярса памалла [email protected].

Январĕн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Бирскра Регионсем хушшинчи XXVII фестиваль - "Крещенские морозы" эстрада юррипе ташӑ конкурсӗ иртет. Проекта ҫамрӑксене, пултаруллӑ юрӑҫсене тата пултарулӑх коллективӗсене тупса палӑртма тата пулӑшу пама палӑртнӑ.
Конкурс программине хутшӑнма пултараççĕ: эстрада юррисене юрлакансем, эстрада юррисене юрлакан ансамбльсем, хореографи коллективӗсем (эстрада тата хальхи хореографи), инструментсемпе вылякан тата юрӑсем юрлакан инструмент коллективĕсем.
Йӗркелӳҫӗсем - ПР Культура министерстви, Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Бирск районӗн администрацийӗ.
Фестиваль-конкурса хутшӑнма 2022 ҫулхи январӗн 18-мӗшӗччен электронлӑ адрес ҫине заявкӑсем ярса памалла [email protected].
"МГ" информацийĕпе.

Бирскра Регионсен хушшинчи  эстрада юррипе ташӑ фестиваль-конкурсĕ иртет
Бирскра Регионсен хушшинчи эстрада юррипе ташӑ фестиваль-конкурсĕ иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: