Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
18 Кӑрлач 2022, 21:34

Ленинград чăвашӗсен хăйсен гимнӗ пур

Сăмахӗсем Валериан Гавриловăн, кӗвви Антонина Лукинан

Ленинград чăвашӗсен хăйсен гимнӗ пур
Ленинград чăвашӗсен хăйсен гимнӗ пур

Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи чăваш пӗрлешӗвӗсен 2020 çулхи пӗрлехи ларăвӗнче çурçӗрти шӗкӗр хулари чăвашсен хăйсен гимнӗ пулмалли пирки сăмах тухнă. Каланă – тунă. Гимна вырăнти чăвашсен пухăвӗсем пуçланас умӗн кашнинче юрлама йышăннă.
Сăмахӗсем Валериан Гавриловăн, кӗвви Антонина Лукинан

Питӗрти чӑвашсен гимнӗ
Питӗрте чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ,
Хӑйсене сумласа, упраса.
Яланах чӑвашла калаҫаҫҫӗ,
Ҫак тӑван чӗлхене сыхласа.

Хушса юрламалли:
Питӗрте пурнакан чӑвашсем,
Пӗрлешер, алран ал тытӑнар.
Шанчӑкпа малаллах ӑнтӑлар!
Эпир пур, эпир пулнӑ, пулар!

Чӑвашсем Питӗре те ҫӗкленӗ,
Аслӑ Петӗр патша хӑй чӗнсен.
Ҫакӑнтах-ҫке юлса та тӗпленнӗ
Хулана хӑпартса пӗтерсен.

Архитектор Егоров сӑн кӗртнӗ
Питӗре пит хитре чиркӳпе.
Е Бичурин тесен кам-ши пӗлмӗ,
Чӑвашсен чи маттур ӑсчахне.

Ҫӗршывра Аслӑ вӑрҫӑ тухсассӑн,
Питӗре тӑшмансем тапӑнсан
Чӑвашсем те пӗрле кар ҫеҫ тӑнӑ,
Хӳтӗленӗ вӗсем хулана.

Питӗрте чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ,
Туслӑн ҫеҫ, алран ал тытӑнса.
Яланах чӑвашла калаҫаҫҫӗ,
Сумлӑн ҫак чӗлхене упраса.

Питӗрте пурнакан чӑвашсем,
Пӗрлешер, алран ал тытӑнар.
Шанчӑкпа малаллах ӑнтӑлар!
Эпир пур, эпир пулнӑ, пулар!

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/leningrad-chavashsen-khaysen-gimn

Ленинград чăвашӗсен хăйсен гимнӗ пур
Ленинград чăвашӗсен хăйсен гимнӗ пур
Автор:
Читайте нас: