Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
18 Кӑрлач 2022, 12:48

Пишпÿлекре — чăн-чăн пушкăрт мамăк шелĕсем

Халӑх пултарулӑхӗн галерейине пушкӑрт мамӑк шел çыхакан ӑстисен куравне йĕркеленĕ.  

Пишпÿлекре — чăн-чăн пушкăрт мамăк шелĕсем
Пишпÿлекре — чăн-чăн пушкăрт мамăк шелĕсем

 

Халӑх пултарулӑхӗн галерейине пушкӑрт мамӑк шел çыхакан ӑстисен куравне йĕркеленĕ.

Мамӑк тутӑрсем манекенсем ҫинчен илемлӗн анаҫҫӗ, хура та шурӑ, чӗнтӗрлӗ, тӗрлӗ формăллисем пур — акӑ мӗне пӗлтерет чӑн-чӑн ӑсталӑх! Вӗсен ӑшӑ та нимпе танлаштарайми ачашлӑхӗ, ҫепӗҫлӗхӗ пӗтӗм Раҫҫейӗн анлӑ вырӑнӗсенче те, чикĕ леш енче те паллӑ. Качака мамӑкӗ хӑйне евӗрлӗ. Ҫавӑн пек лайӑх енсем урăх нимле мамăкăн та ҫук. Пушкӑрт шалӗн пысӑк пахалӑхĕ вырӑнти качакасен уйрăм мамăкĕ пулнăран та, таврари ҫутҫанталӑка пула та палăрса тăраççĕ. Куравра тутӑрсем, шелсем, плед, косынкăсем, пончо, опахало пур.

— «Стерлебаш бидектере» пушкӑрт мамӑк шелне çыхакансен клубне 2000 ҫулта йӗркеленӗ. Каярахпа ăстасем "халӑх" ятне ҫӗнсе илнĕ. Паянхи клубра çыхма юратакан 15 ҫын — пурте аслӑ ӑру представителӗсем. Республикӑра вĕсене профессионалсем пек пĕлеççĕ. Вӗсен алӑпа тунӑ япалисем хисеппе усӑ кураҫҫӗ. Алӑпа ӑсталанӑ мамӑк тутӑрсем курава ҫӳрекенсене хӑйсен нимпе танлаштарайман илемĕпе савӑнтараҫҫӗ, мӗншӗн тесен пурне те алӑпа тунӑ вӗт, — куравпа паллаштарать галерея заведующийӗ Римма Андреева.

Шел суйламалли тӗп май вӑл — сирӗн туйӑмсем. Тутăра ху ҫине виҫмелле. Тытса пӑхмалла, хулпуҫҫи ҫине уртса ямалла та чĕрене итлемелле —-сирӗн тутӑр-и ку? Пишпӳлекри Культура керменӗнчи халӑх пултарулӑхӗн галерейи ĕç кунĕсенче 9.00 сехетрен пуҫласа 17.00 ӗҫлет.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Карина ПАВЛОВА.

Пишпÿлекре — чăн-чăн пушкăрт мамăк шелĕсем
Пишпÿлекре — чăн-чăн пушкăрт мамăк шелĕсем
Пишпÿлекре — чăн-чăн пушкăрт мамăк шелĕсем
Пишпÿлекре — чăн-чăн пушкăрт мамăк шелĕсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: