Январĕн 18-мӗшӗнче районти ача-пӑча библиотекинче М.Г. Имангулова библиотекарь шкул çулне çитмен ачасене Ш. Перрон "Золушка" юмахне вуланă.
Ку асамлӑ, вĕрентÿллĕ юмах ырӑ та илемлӗ Кĕлпике ҫинчен. Усал амаҫурипе йӑмӑкӗсем каварлашнине пӑхмасӑрах вăл король балне ҫитсе тухнӑ, принц чӗрине ҫавӑрса илнӗ те унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ. Юмахăн тӗп шухӑшӗ: ӗҫченлӗх тата сӑпайлӑх яланах ҫул тупаҫҫӗ. Юмах пире тӳсӗмлӗ, ырӑ та ӗҫчен пулма вӗрентет. Ӑнӑҫсӑрлӑх хыҫҫӑн ӑнӑҫу пулать, ӗмӗте ӗненмелле, вăл пурнӑҫланатех, тесе вӗрентет.
Ачасем юмаха интересленсе итленĕ. Юмах тăрăх ыйтусене хуравланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пăча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.