Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Культура
19 Кӑрлач 2022, 17:10

Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Юр ачин кунӗ пулнине пӗлетӗр-и эсир?!

Вӑл ҫамрӑк чухнех юр ачи ӳкерчӗкӗсене пуҫтарма тытӑннӑ та 2008 ҫулта хӑйӗн коллекцийӗпе Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ.

Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Юр ачин кунӗ пулнине пӗлетӗр-и эсир?!Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Юр ачин кунӗ пулнине пӗлетӗр-и эсир?!
Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Юр ачин кунӗ пулнине пӗлетӗр-и эсир?!

Юр ачисем хӗлле пур картишсенче те, шкулсенче те, ача сачӗсенче те хӑналанаҫҫӗ вӗт. Ача-пӑча та, аслисем те купалама юратакан тӑван юрлӑ хӑна вӑл.
Ҫакӑн пек шухӑш Германири Гретц Корнелиус коллекционерне пырса кӗнӗ. Вӑл ҫамрӑк чухнех юр ачи ӳкерчӗкӗсене пуҫтарма тытӑннӑ та 2008 ҫулта хӑйӗн коллекцийӗпе Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ! Унӑн виҫӗ пин ытла экспонат пухăннă! Ҫаксем пурте -юр ачисем! Коллекционер Юр ачи кунне йӗркелеме сӗннӗ. Корнелиус ҫапла шухӑшланӑ: пӗрремӗшӗнчен, кӑрлач уйӑхӗн варринче нумай ҫӗршывра юр пур, иккӗмӗшӗнчен, 18-мĕш число - аллинче шӑпӑр тытнӑ юр ачипе пӗрех, виҫҫӗмӗшӗнчен, ҫак кун пӗтӗм тӗнчере нимле праҫник те çук. Çирĕклĕри культура çуртĕнче ĕçлекенсем те Юр ачи кунне ирттерме шут тытнă та ачасемпе пӗрле юр катемписем тунă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Юр ачин кунӗ пулнине пӗлетӗр-и эсир?!
Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Юр ачин кунӗ пулнине пӗлетӗр-и эсир?!
Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Юр ачин кунӗ пулнине пӗлетӗр-и эсир?!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас