Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
19 Кӑрлач 2022, 21:41

Район библиотекипе туслӑ пулни

Малашне ачасен темиçе ҫул вӗренесси, ҫав ҫулсенче районти тĕп библиотекӑпа ҫирӗп туслӑх тапхӑрӗ те пуласса шанас килет.

Район библиотекипе туслӑ пулни
Район библиотекипе туслӑ пулни

Январĕн 18-мӗшӗнче районти тӗп библиотекӑн вулав залӗнче "Раҫҫей ҫамрӑк чухне" мероприятийӗн юлашки пайӗ "Пушкин картти" проект шайӗнче иртнӗ. Ку вӑйӑ- квиз - Истори портречӗ: Петр l. Унта Пелепейри механизаци тата электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗн студенчӗсем хутшӑннă. Ачасем икӗ командӑна пайланнă та вӑййăн 9 раундне чыслӑн ирттернĕ. Вылякансем пирӗн ҫӗршыв историне, литературине, архитектурине питӗ лайӑх пӗлнине палӑртмалла. Нумай балл пухнӑ команда (команда вăйине жюри хакланă) ҫӗнтерӳҫӗ дипломне илнӗ. Анчах выляса юлнисем те кӳренмен. Ҫӗнтерес тата вӑййа хастар хутшӑннӑшӑн çамрăксене асӑнмалăх парнесемпе тата пылак çимеллисемпе хавхалантарнă. Ачасене ҫирӗп сывлӑх тата вӗренӳре ҫитӗнӳсем суннă. Малашне ачасен темиçе ҫул вӗренесси, ҫав ҫулсенче районти тĕп библиотекӑпа ҫирӗп туслӑх тапхӑрӗ те пуласса шанас килет.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

Район библиотекипе туслӑ пулни
Район библиотекипе туслӑ пулни
Район библиотекипе туслӑ пулни
Район библиотекипе туслӑ пулни
Район библиотекипе туслӑ пулни
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: