2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Пишпӳлекри Культура керменӗн "Живая вода" юрă ансамблӗ (ертӳҫи Ольга Данилова) районта хӑйӗн ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлама пуҫланă. 2021 ҫул хушшинче "Весеннее настроение" тата "Добрый концерт" концерт программисемпе ансамбль 10 ялта пулнӑ.
Коллектив тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсене хутшӑнать. 2021 ҫулхи ноябрӗн 18-20-мӗшӗсенче Регионсем хушшинче иртекен "В глубинке" тӑххӑрмӗш фестивалӗ стилизациленӗ юрӑ, музыка тата ташӑ конкурсӗ (дистанциллĕ) иртнӗ, "Живая вода" ансамбль унта "Стилизациленӗ халӑх юрри" номинацине пӗрремӗш хут хутшӑнса (аслисен коллективĕсем), хутшӑнакансен дипломне тивĕçлĕ пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри культура керменӗн социаллă сетьри страницинчен.