Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
21 Кӑрлач 2022, 20:22

Çирĕклĕре Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне уҫнӑ

Ачасене шӑп та шай ҫак вӑйăсене выляма сӗннĕ.

Çирĕклĕре Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне уҫнӑ
Çирĕклĕре Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне уҫнӑ

Январĕн 20-мӗшӗнче Çирĕклĕри культура çуртĕнче ял библиотекипе пӗрле Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне уҫнӑ.
Ялти культура çурчĕн фойинче декоративлă-прикладной пултарулӑх куравне йĕркеленĕ. Хӑйсен илемлӗ, ҫутӑ та ӑшӑ ӗҫӗсене ял ӑстисем тӑратнӑ, библиотекарь кӗнеке куравне йӗркеленӗ.
Уявпа тӗлпулу хавхаланӑвӗн атмосферине "Ложкари" ача-пӑча инструментсен коллективĕ йӗркелеме пулӑшнă, хӑнасене Виктор Кувшиновпа Екатерина Васильева уҫӑ та эмоциллӗ номерсемпе савӑнтарнă.
Ертсе пыракансем кирек хӑҫан та тата пур ӑрушӑн та юратнӑ халӑх вӑййисем ҫинчен каласа кăтартнă. Ҫак вӑйӑсенчен нумайӑшне тивӗҫсӗр манса пĕтнĕ. Ачасене шӑп та шай ҫак вӑйăсене выляма сӗннĕ. Ачасем пӗр харӑс ҫӗкленсе чӑвашсен "Хӗвелпе уйӑх", пушкӑртсен "Сабантуй", мордвасен "Тупсӑм" тата авалхи асаттесемпе асаннесем вылянӑ халӑх вӑййисене вылянă.
"Халӑх культурин ҫӑлкуҫӗсем" мероприятие хутшӑнакансене Çирĕклĕ ял халӑхӗн йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллашма пулӑшнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Çирĕклĕре Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне уҫнӑ
Çирĕклĕре Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне уҫнӑ
Çирĕклĕре Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне уҫнӑ
Çирĕклĕре Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне уҫнӑ
Çирĕклĕре Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне уҫнӑ
Çирĕклĕре Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне уҫнӑ
Çирĕклĕре Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн ҫулталӑкне уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: