Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
23 Кӑрлач 2022, 17:47

Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа — 115 ҫул

#Элкей районӗ, #Тутарстан, #музейсем, #юбилейсем, #поэтсем, #ҫыравҫасем, #астӑвӑм, #Сиктӗрме

Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа — 115 ҫул
Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа — 115 ҫул

Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай сӑвӑҫ, литературовед, публицист, тӑлмач ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ «Хусанкая вулатпӑр» флешмоб пуҫарнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнать. Сӑмах май каласан, ашшӗн сӑввине Атнер Хусанкай та вуланӑ.

Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ Хусанкай) ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Поэт пӗтӗмпе 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вырӑсла хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ.

#Элкей районӗ#Тутарстан#музейсем#юбилейсем#поэтсем#ҫыравҫасем#астӑвӑм#Сиктӗрме

 
Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа — 115 ҫул
Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа — 115 ҫул
Автор:
Читайте нас: