+3 °С
Уҫҫӑнах
Январĕн 22-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 115 ҫул тулчĕ. Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕн фончӗсенче поэт сӑнӳкерчӗкӗ упранать. Унта вăл (сулахайра) Мария тата Николай Золотовсемпе. (Николай Золотов— Пишпÿлекри ВКП(б) пӗрремӗш секретарӗ пулнă, 1935 ҫулта ăна репрессиленӗ).
Петр Хусанкай 1935 ҫулта йӗркеленӗ Чӑваш колхозпа совхоз театрне пула пирӗн районпа ҫыхӑннӑ.
Театр коллективӗ Чӑваш Республикин театрĕсемпе, композиторсемпе, поэтсемпе тата писателӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕн социаллă сетьри страницинчен.